Пур хыпар та
Новости
26 Кӑрлач 2024, 15:32

Владимир Тяптушкин ӳкерӗннӗ «Воздух» кинофильм проката тухнӑ

Чăваш халăх сайчĕ пĕлтернĕ тăрăх, çак кунсенче Чăваш Республикинчи Елчĕк районне кĕрекен Аслă Таяпа ялĕнче çуралса ÿснĕ Владимир Тяптушкин ÿкерĕннĕ «Воздух» кинофильм проката тухнă.

Владимир Тяптушкин ӳкерӗннӗ «Воздух» кинофильм проката тухнӑ
Владимир Тяптушкин ӳкерӗннӗ «Воздух» кинофильм проката тухнӑ

Мĕн пирки-ха фильм? Хĕр пилотсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтерĕве çывхартассине тÿпе хывни çинчен. Тĕп рольсенчен пĕрне Сергей Безруков вылянă.

 - Çак проекта хутшăннăшăн мăнаçланатăп. Кайса курăр, лайăх кино, -  палăртнă Владимир халăх тетĕлĕнчи страницинче. Сăмах май, вăл икĕ çул каялла «Çамрăксен хаçатне» интервью панă. Ун чухне «Воздух» фильмра роль вылянине, Сергей Безруковпа ÿкерĕнме ĕмĕтленнине каланă. Владимир «Склифосовский» сериалта та ÿкерĕннĕ.  

Чăваш халăх сайтĕнчен.

Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас