0 °С
Пӗлӗтлӗ
Мĕн пирки-ха фильм? Хĕр пилотсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтерĕве çывхартассине тÿпе хывни çинчен. Тĕп рольсенчен пĕрне Сергей Безруков вылянă.
- Çак проекта хутшăннăшăн мăнаçланатăп. Кайса курăр, лайăх кино, - палăртнă Владимир халăх тетĕлĕнчи страницинче. Сăмах май, вăл икĕ çул каялла «Çамрăксен хаçатне» интервью панă. Ун чухне «Воздух» фильмра роль вылянине, Сергей Безруковпа ÿкерĕнме ĕмĕтленнине каланă. Владимир «Склифосовский» сериалта та ÿкерĕннĕ.
Чăваш халăх сайтĕнчен.