Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
8 Нарӑсӑн , 11:44

Мияки районĕнче пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕн офисĕ уçăлнă

Мияки районĕнчи Богданово ялĕнче «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕн витĕмĕпе пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕн модульлĕ офисĕ ĕçлеме пуçланă.

Мияки районĕнче пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕн офисĕ уçăлнă
Мияки районĕнче пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕн офисĕ уçăлнă

- Малашне ял çыннисем хăйсем пурăнакан тăрăхран инçе те мар вырнаçнă хăтлă çуртра медицина пулăшăвĕ илĕç. Çакă ватă çынсемпе инвалидсемшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ, - палăртнă Мияки район больницин тĕп тухтăрĕ Ильшат Гилемзянов.

Пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕн çĕнĕ офисĕ район центрĕнчен 23 çухрăмра вырнаçнă. Медицина пулăшăвĕпе 1300 çын усă курма пултарĕ. Кунта диспансеризаци, профилактика тĕрĕслевĕ иртме, çăмăллăхлă эмелсен рецепчĕсене çыртарса илме май пур. Офиса паянхи оборудованипе тивĕçтерни тухтăра тĕрлĕ чирсемпе патологисене вăхăтлă тупса палăртма май парать.

Сывлăх сыхлавĕн малтанхи звенине çĕнетесси «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕн витĕмĕпе 2022 çултан пурнăçа кĕрсе пырать. Унăн тĕп тĕллевĕ халăх пурăнакан вырăнта медицина пулăшăвĕ парассине йĕркелесси шутланать.   

 

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: