Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
8 Нарӑсӑн , 14:13

Республикăра пурăнакансене спектакль лартма чĕнеççĕ

Пушкăрт оперăпа балет театрĕнче  Александр Чайковскин «Рубеж» оперине лартма хатĕрленеççĕ.  Ăна Çĕнтерÿ кунне халалланă. Опера урлă тылри хуласен историне  каласа пама çеç мар, çĕнтерÿ ĕçне кашни çын пысăк тÿпе хывнине аса илтерме палăртнă.

Республикăра пурăнакансене спектакль лартма чĕнеççĕ
Республикăра пурăнакансене спектакль лартма чĕнеççĕ

Театрăн пресс-секретарĕ Гульназ Насырова пĕлтернĕ тăрăх, Ĕпхÿ хулинче тата республикăра пурăнакансене спектакль йĕркелес ĕçе тÿпе хывма ыйтаççĕ. Ăна лартма çав вăхăтри пурнăçпа, йăлапа тÿр килекен япаласем – тăлăпсем, фуфайкăсем, пальтосем, хăлхаллă çĕлĕксем, çар пиçиххийĕсем, шерепеллĕ тутăрсем, шел тутăрсем – кирлĕ.

Килĕшÿллĕ япаласем  тупатăр пулсан сăн ÿкерчĕк туса [email protected]. электронлă адрес çине ярса пама ыйтаççĕ. Япала паракансене спектаклĕн премьерăчченхи кăтартăвне курма чĕнĕç.

 

Республикăра пурăнакансене спектакль лартма чĕнеççĕ
Республикăра пурăнакансене спектакль лартма чĕнеççĕ
Республикăра пурăнакансене спектакль лартма чĕнеççĕ
Республикăра пурăнакансене спектакль лартма чĕнеççĕ
Республикăра пурăнакансене спектакль лартма чĕнеççĕ
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: