Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
9 Нарӑсӑн , 11:57

Пушкăртстанра пахчаçăсен III форумĕ иртĕ

Март уйăхĕн 2-3-мĕшĕсенче Ĕпхÿри «Торатау» конгресс-холра «SMART-садовод» Пĕтĕм Раççейри пахчаçăсен III форумĕ иртĕ. Пысăк масштаблă мероприятие ПР Правительствипе Ял хуçалăх министерстви йĕркеленĕ.

Пушкăртстанра пахчаçăсен III форумĕ иртĕ
Пушкăртстанра пахчаçăсен III форумĕ иртĕ

Асăннă форум  – коммерцилле мар сад пĕрлĕхĕсен председателĕсемпе патшалăх учрежденийĕсем пĕр-пĕрин опычĕпе тата пĕлĕвĕпе  паллашмалли хăйне евĕрлĕ платформа тата сад пĕрлĕхĕсене ертсе пырассипе, аталантарассипе çыхăннă çивĕч ыйтусене сÿтсе ямалли  вырăн.

Çавăн пекех  форумра «Пушкăртстан Республикинчи чи лайăх сад пĕрлĕхĕ» ПР Пуçлăхĕн грантне çĕнсе илнисене чысласси, çавра сĕтелсемпе мастер-классем иртрĕç. Кунта садпа пахча пĕрлĕхсенче пурнăçа кĕртмелли паянхи технологипе инновацисем çинчен пĕлме, ăнăçлă тĕслĕхсемпе паллашма,  çивĕч тăракан ыйтусене экспертсемпе пĕрле сÿтсе явма, кирлĕ сĕнÿсем илме май пулĕ.

Пахчаçăсен форумĕнче суту-илÿ выставкисем  те иртĕç. Унта ландшафт индустрийĕн ĕçченĕсем, вăрлăхсемпе калчасен производителĕсем, пахчара усă курмалли хатĕрсемпе техникăсен сутуçисем хутшăнĕç.  

 

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: