- Тарса çухалнă водительсене шыраса тупасси малтанхи кунсенче питĕ хастар пырать. Çак ĕçре пире шырав системи лайăх пулăшать. Паянхи кун унпа пин ытла çулçÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн ĕçченĕ усă курать. Çул-йĕрпе патруль службин инспекторĕсем кашни кун РФ ШĔMĕн ĕç-хĕлне информаципе тивĕçтермелли пĕрлĕхлĕ системăпа çыхăнтарнă мобильлĕ планшетсемпе усă кураççĕ. Асăннă модуль онлайн режимра ĕçлет. Шăпах вăл пулăшнипе айăпа кĕнĕ водительсене тытса чараççĕ, - пĕлтернĕ ПР ГИБДД ертÿçи Владимир Севастьянов.
Унăн сăмахĕсем тăрăх, тарнă водительсене ытларах Ĕпхÿ (33), Октябрьск (13), Нефтекамск (9) хулисенче шыраса тупайман. Иртнĕ çул республикăра 3532 çул-йĕр инкекĕ шута илнĕ. Вĕсенче 390 çыр пурнăçĕ татăлнă, 4261-шĕ аманнă.
- Автоаварисен тĕп сăлтавĕ çул юпписенче куçса çÿремелли йĕркесене пăсни (553 çул-йĕр инкекĕ, пĕтĕмĕшле аварисен 15,7%), дистанцие тĕрĕс мар суйласа илни (355), çуран каçмалли вырăнсенче правилăсене пăсни (282), хирĕç çул çине тухни (183) шутланать.
Çул-йĕр çинчи инкексен шутне машинăсем çапăнни – 1604 тĕслĕх (мĕнпур çул-йĕр инкекĕн 45,4%), çуран çÿрекенсем çине кĕрсе кайни (958), çаврăнса ÿкни (225) кĕрет, - пĕлтернĕ спикер.