Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
9 Нарӑсӑн , 14:38

Йытăсене çăварлăхпа кантрасăр çÿретнĕшĕн памалли штраф хакĕ тăватă хут ÿсĕ

Пушкăртстанра йытăсене обществăлла вырăнта çăварлăхпа кантрасăр çÿретнĕшĕн паракан штраф хакĕ тăватă хут ÿсĕ. Хальхи вăхăтра административлă йĕркене пăснăшĕн 500 тенкĕрен пуçласа икĕ пин тенкĕ таран параççĕ. Парламентари шутланă тăрăх, нормăна йышăннăранпа  вунă çул иртсе кайнă. Малашне ку хисеп воспитани паракан мел пулма пăрахмалла. Айăплав хакне 2-4 пин тенкĕ таран ÿстерме сĕнеççĕ. Асăннă йĕрке илемшĕн (декоративный) усракан йытăсене çеç пырса тивмĕ.

Йытăсене çăварлăхпа кантрасăр çÿретнĕшĕн памалли штраф хакĕ тăватă хут ÿсĕ
Йытăсене çăварлăхпа кантрасăр çÿретнĕшĕн памалли штраф хакĕ тăватă хут ÿсĕ

 - Йытăсене уçăлма илсе тухмалли йĕркесене хăрушсăрлăхшăн çирĕплетнĕ. Килти чĕр чун хăйне мĕнле тытнишĕн унăн хуçисем яваплă. Енчен те вăл çынна тапăнас пулсан хуçине уголовлă явап та тыттарма пултараççĕ. Унсăр пуçне кантра йытă машина айне лекесрен те, ытти кăмăллă мар лару-тăрусенчен те сыхласа хăварĕ, - ăнлантарса панă ПР Патшалăх Пухăвĕн – Курултайĕн председателĕ Констанин Толкачев.  

ПР Патшалăх Пухăвĕн – Курултайĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, закон проектне парламентăн çывăх вăхăтра иртекен ларăвĕнче, пĕрремĕш вулавра, пăхса тухĕç.

Йытăсемпе çыхăннă инкеклĕ ĕçсем пур çĕртре те час-часах   пулса иртеççĕ. Паллах, ку ытларах хуçасăр йытăсене пырса тивет. Ветеринарсемпе кинологсем асăрхаттарнă тăрăх, çăварлăх меллĕ пулмалла, йытта ыраттармалла мар.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: