Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
12 Нарӑсӑн , 15:28

Çĕре магнит хумĕсем витĕм кÿрĕç

Паянпа ыран, февраль уйăхĕн 12-13-мĕшĕсенче,  çĕре магнит тăвăлĕсем ярса илĕç. Вĕсем чылай çынна витĕм кÿрĕç. Gismeteo.ru пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăт тĕлне пысăках мар хумсем палăраççĕ, каç тĕлне вĕсем тата та вăйланĕç.

Çĕре магнит хумĕсем витĕм кÿрĕç
Çĕре магнит хумĕсем витĕм кÿрĕç

Сăлтавĕ вара çакăнта: юлашки талăк хушшинче хĕвел çинче M класлă темиçе хаяр çутă çуталса илнĕ. Специалистсем çак вăхăтра тимлĕ пулма, хăвăра упрама, пĕлтерĕшлĕ ĕçсем тытăнмасса ыйтаççĕ. Çакă уйрăмах çанталăк тĕлĕшĕнчен сисĕмлĕ çынсене пырса тивет.

Çакăн пек кунсенче пуç ыратма, çаврăнма, кăмăл пăтранма, чĕре тĕлĕнче ыратма пултарать.  Хăшĕсем çывăрас килнипе тата вăй çуккипе аптăрĕç. Теприсен çурăмĕсем ыратĕç, юн пусăмĕсем ÿсĕç, шала кайнă чирĕсем вăй илĕç.   

    

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: