Урал сасси
+21 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
16 Нарӑсӑн , 16:28

Мăшăрланакансемшĕн илемлĕ датăсем

Пушкăртстанра пурăнакансем çемье йĕркелеме ытларах июль уйăхĕн 8-мĕшĕнче паллă тăвакан    Çемье, юрату, шанчăклăх кунне тата май уйăхĕн 15-мĕшĕнчи Пĕтĕм тĕнчери çемье кунне суйласа илеççĕ. Кун пирки «Салям» передачăра ПР Республикăна ертсе пыракан центртан ПР Патшалăх юстицийĕн ЗАГС уйрăмĕсен право тата йĕркелÿ ыйтăвĕсемпе ĕçлекен уйрăм специалист-эксперчĕ Алия Ахмедьянова пĕлтернĕ.

Мăшăрланакансемшĕн илемлĕ датăсем
Мăшăрланакансемшĕн илемлĕ датăсем

Вăл палăртнă тăрăх, 2024 çулта çемье çавăрма кăмăл тăвкансенчен ытларахăшĕ 24 числоллă  датăсене суйласа илеççĕ.

Январь уйăхĕн 1-15-мĕшĕсенче регионти ведомство 1,5 пин мăшăра регистрациленине шута илнĕ.

 - Иртнĕ çул 12 мăшăр 70 çул пĕрле пурăннине, 408-шĕ 60 çулхи юбилейне, 2459-шĕ ылтăн туйне паллă турĕç. Нефеткамск хулинчи пĕр мăшăр вара çемье çавăрнăранпа 75 çул çитнине уявларĕ, - хушса хунă эфир хăни.  

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: