Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
29 Мартӑн , 16:52

Наркотиксем салатнăшăн пысăк срок панă

Октябрьск хулинче пурăнакана саккунсăр майпа наркотик салатнăшăн 12 çула ирĕксĕр хăварĕç.

Наркотиксем салатнăшăн пысăк срок панă
Наркотиксем салатнăшăн пысăк срок панă

Судра палăртнă тăрăх, арçын пĕлĕшсем шутланакан çемьепе пĕрле  республика тăрăх сутма чарнă япаласем салатнă. Упăшкипе арăмĕ ăна наркотиксемпе тивĕçтерсе тăнă, вăл сутнă.

Усал шухăшлă çынсен саккунсăр ĕçне 2022 çулта полици ĕçченĕсем чарнă. Шырав вăхăтĕнче сутма юраман япаласем туртса илнĕ. Арçын хăй айăпне йышăнман.

Пушкăртстан прокуратури пĕлтернĕ тăрăх, суд ăна 12 çула ирĕксĕр хăварса çирĕп режимлă колоние ямалла тунă. Унăн «юлташĕсем» вара пĕтĕм тĕнчери шыравра.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: