Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
1 Апрелӗн , 17:15

Пушкăртстанри икĕ хула «Туризм хулисем» Пĕтĕм Раççейри премине тивĕçнĕ

Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров социаллă сетьсенче Бирск тата Благовещенск хулисем «Туризм хулисем» Пĕтĕм Раççейри премине тивĕçни çинчен пĕлтернĕ.

Пушкăртстанри икĕ хула «Туризм хулисем» Пĕтĕм Раççейри премине тивĕçнĕ
Пушкăртстанри икĕ хула «Туризм хулисем» Пĕтĕм Раççейри премине тивĕçнĕ

Бирск хули çулсерен кĕрлесе иртекен фестивальсемпе паллă, вăл «Пулăмлă туризм хули» («Город событийного туризма») номинацинче пĕрремĕш вырăн йышăннă. Благовещенск «Промышленность туризмĕн хули» («Город промышленного туризма») номинацинче мала тухнă. Хутшăнакансем Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен 168-ăн пулнине шута илсен конкуренци питĕ пысăк пулнă.

 «Бирскпа Благовещенск хулисен командисене, унта пурăнакансене, туризм индустринче вăй хуракансене саламлатăп. Пирĕн республикăн çут çанталăкĕ питĕ илемлĕ. Эпир чăннипех те интереслĕ мероприятисем ирттеретпĕр, тĕрлĕ маршрутсем хатĕрлетпĕр»,  - тесе çырнă Радий Хабиров.      

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: