Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
2 Апрелӗн , 16:34

Кÿлленчĕкре шыва кĕнĕ

Нефтекамск хулинче пурăнакан пĕр арçын таса мар шывпа тулса ларнă кÿлленчĕкре шыва кĕнĕ. Водолазсен маскине тăхăннă арçыннăн  мыскарине «Частный репортаж» телеграмм-каналта кун çути кăтартнă.

Кÿлленчĕкре шыва кĕнĕ
Кÿлленчĕкре шыва кĕнĕ

Видео çинче кĕске йĕм  тата сланцы тăхăннă,  аллине вĕрсе хăпартнă кĕрен тĕслĕ фламинго тытнă каччă таса мар шыв тăрăх  утнине курма пулать. Вăл варрине çитсен çаврака çине ларса сăн ÿкерчĕ тăвать те тăрса каять. Çакна мĕн тĕллевпе тунă, паллă мар. Тен, вăл картишĕнчи тем пысăкăш кÿлленчĕке кăтартасшăн пулнă, тен, тавлашăва выляса янă.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: