Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
2 Апрелӗн , 16:28

Пушкăртстанри медицина сестрине Шаймуратов медалĕпе наградăланă

Ятарлă çар операцине контракт мелĕпе хутшăннă Караидель районĕнчи медицина ротин участникне Шаймуратов генерал медалĕпе наградăланă.

Пушкăртстанри медицина сестрине Шаймуратов медалĕпе наградăланă
Пушкăртстанри медицина сестрине Шаймуратов медалĕпе наградăланă

Операцисем тăвакан тата сурансене çыхакан «Луна» взводăн аслă медсестри ятарлă çар операцинче кĕçĕн сержант пулса служба иртет. Сумлă наградăна салтаксен пурнăçне çăлнă чух хăйне шеллемесĕр паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн тивĕçнĕ.

Унсăр пуçне хĕрарăм Раççей Оборона министерствин «Çар туслăхне çирĕплетнĕшĕн» медале, «Центр» çар ушкăнĕсен командующийĕн, Андрей Мордвичев генерал-полковникăн Хисеп хучĕсене тата «Пушкăртстан» командирĕн, Роман Мустафин полковникăн Тав çырăвĕсене тивĕçнĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: