Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
4 Апрелӗн , 11:23

2023 çулта 1,2 млн çын диспансеризаци иртнĕ

Диспансеризаци иртесси Раççей çыннисем хушшинче анлă сарăлса пырать. Кун пирки Патшалăх Думинче Раççей Правительствин ĕç-хĕлĕ пирки отчет тунă вăхăтра Михаил Мишустин пĕлтернĕ.

2023 çулта 1,2 млн çын диспансеризаци иртнĕ
2023 çулта 1,2 млн çын диспансеризаци иртнĕ

 - Çынсене хăйсен сывлăхĕсене тÿлевсĕр тĕрĕслеме май пултăр тесе диспансеризаци программине анлăлатрăмăр. 2020 çулта Раççейре профилактика тĕрĕслевĕсем урлă 39 млн çын иртнĕ пулсан, иртнĕ çул – Раççейĕн кашни иккĕмĕш çынни,  - палăртнă Михаил Мишустин.

ПР Сывлăх сыхлав министерствин кăтартăвĕсем тăрăх, 2023 çулта Пушкăртстанра 1,288 млн çын диспансеризаци иртнĕ.

Диспансеризацие Госуслуги портал урлă Сывлăх сыхлав министерствин контакт-центрĕн пĕрлĕхлĕ номерĕпе: 122 (2) е хăвăра çирĕплетнĕ поликлиника телефонĕпе шăнкăравласа çырăнма пулать.

2024 çулта 1985, 1991, 1994, 1997, 2000, 2003, 2006 çулта çуралнисем иртеççĕ. 40 çула çитнисем е унтан аслăраххисем диспансеризаци кашни çулах иртмелле.    

 #Башкортостан#уралсасси#национальныепроекты#здравоохранение

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: