Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
4 Апрелӗн , 17:30

Пушкăртстанра пурăнакансем пĕр талăк хушшинче мошенниксене 11,5 млн тенкĕ куçарса панă

Белорецк хулинче пурăнакан 22 çулхи хĕр полицие пулăшу ыйтма кайнă. Укçа ĕçлесе илес шутпа вăл аферистсен серепине çакланнă. Мессенджерсенчен пĕринче ун патне паллă мар абонентран укçа ĕçлесе илме сĕнекен пĕлтерÿ килнĕ. Унпа килĕшÿллĕн хĕрĕн хăй укçипе ятарлă сайт çинче отельсене  броньламалла пулнă. Кашни броньшăн ăна процент тÿлеме тата тăкакланă укçине  каялла тавăрса пама шантарнă. Инкек тÿснĕ хĕр интернетра уйрăм кабинет уçнă та ĕçе тытăннă.

Пушкăртстанра пурăнакансем пĕр талăк хушшинче мошенниксене 11,5 млн тенкĕ куçарса панă
Пушкăртстанра пурăнакансем пĕр талăк хушшинче мошенниксене 11,5 млн тенкĕ куçарса панă

Малтан усал шухăшлă çынсем хĕр шанăçне кĕрес тесе ĕç укçи парамши пулнă. Ун хыççăн 30 çул çÿреве броньлама ыйтнă, уншăн тупăшне ÿстерме шантарнă. Пур укçине те куçарнă хыççăн хĕр ĕçлесе илнĕ тупăшне илесшĕн пулнă. Мошенниксем укçине тÿрех мар, пайăн-пайăн тавăрса пама шантарнă. Хĕр аферистсен серепине çакланнине ăнланса илнĕ те полицие кайнă. Вăл усал шухăшлă çынсене миллион ытла тенкĕлĕх пуйтарнă.

Тепĕр пăтăрмах Кигин районĕнче пулса иртнĕ. Кульмет ялĕнче пурăнакан 52 çулхи арçын хăйне мошенниксем улталани пирки пĕлтерсе полицие заявлени çырнă.  Ун сăмахĕсем тăрăх, «инвестици компанийĕн ĕçченĕсем» хушма  укçа ĕçлесе илме сĕннĕ. Арçын суя специалиста ĕненсе 1,5 млн тенкĕлĕх кредит илнĕ, вĕсене ятарлă счет çине куçарнă. Укçа хывнă хыççăн шантарнă тупăшне илеймен.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: