Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
4 Апрелӗн , 17:18

Ÿсĕр водитель чарăнăва йăвантарса янă

Паян ирпе Ишимбай хулинче автобус чарăнăвне автомобиль йăвантарса янă. Регионти патшалăх автоинспекцийĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, «Шкода» рулĕ умĕнче ларакан 1979 çулхи ÿсĕр водитель машинăна тытса чарайман пирки Майский районĕнчи чарăну комплексĕ çине пырса тăрăннă.

Ÿсĕр водитель чарăнăва йăвантарса янă
Ÿсĕр водитель чарăнăва йăвантарса янă

- Машинăн хыçалти ларкăчĕ çинче хăрушсăрлăх пиçиххийĕпе çыхнă çулĕ çитмен ывăлĕ  те пулнă. Ăна пĕр хутчен медицина пулăшăвĕ панă, - пĕлтернĕ ведомствăра. – Тĕрĕслев процедури палăртнă тăрăх, иномарка водителĕ руль умне ĕçкĕллĕ пуçпа ларнă. Сывласа кăларнă сывлăшĕнче  0,623 мг/л алкоголь пурри паллă пулнă.  

#Башкортостан#уралсасси#национальныепроекты#безопасностьдорожногдвижения

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: