Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
4 Апрелӗн , 09:15

Çтерлĕри вĕрентекенпе вĕренекен Çурçĕр полюсне кайĕç

Пушкăртстанри шкул ачисене «50 лет Победы» атомлă пăр çĕмрен (ледокол) çинче Çурçĕр полюсне çул çÿреве кайма сĕнеççĕ. Çакăн валли ачасен «Пĕлÿсен пăр çĕмренĕ» («Ледокол знаний») наукăпа çут ĕç проекчĕн суйлав турĕ витĕр иртмелле. Йĕркелÿçĕсем пĕлтернĕ тăрăх, асăннă проекта 14-16 çулхи шкул ачисем хутшăнма пултараççĕ. 

Çтерлĕри вĕрентекенпе вĕренекен Çурçĕр полюсне кайĕç
Çтерлĕри вĕрентекенпе вĕренекен Çурçĕр полюсне кайĕç

«Росатом» патшалăх корпорацийĕ Арктика экспедицине пиллĕкмĕш хут йĕркелет. Ăна пăр çĕмрен флотăн 65 çулхи юбилейне халалланă. Тăватă çул хушшинче Арктика экспедицине çĕршыври 300 ытла пултаруллă шкул ачи хутшăннă. 2023 çулта çав шутра Ĕпхÿ хулинчи 86№ гимназинче вĕренекен Полина Пантюшина пулнă. Кăçал пăр çĕмренĕн борчĕ çине Çтерлĕ хулинчи 2№ гимназинче ăс пухакан Алиса Калюжная тата унăн истори учителĕ Лидия Селиверстова хăпарĕç.

Алиса Калюжная «Атомный урок х Ледокол знаний» конкурсăн IV сезонĕнче çĕнтернĕ. Конкурсăн финалĕ Мускав хулинчи ВДНХари «Атом» павильонра иртнĕ. Хĕр ача ăс-тăн вăййинче пысăк балл пухнă, атомлă технологипе наука, ÿнер тата культура темисемпе çыхăннă ыйтусем çине хуравланă. Лидия Селиверстова «Энергия атома: между прошлым и будущим» проектпа мала тухнă.

Вунă куна тăсăлакан çул çÿрев Мурманск – Çурçĕр полюсĕ – Франц-Иосиф Çĕрĕ – Мурманск маршрутпа иртĕ.  

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: