Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
9 Апрелӗн , 12:23

«Республика Мисĕ-2024» конкурс титулне 22 çулхи студент çĕнсе илнĕ

Ĕпхÿри «Торатау» конгресс-холра «Республика Мисĕ-2024» («Мисс Республика-2024») регионти X илемлĕх конкурсĕн тĕп мероприятийĕ иртнĕ. Унта хутшăнма кăмăл тăвакансенчен 150 заявка килнĕ, çурма финала 20 участник тухнă, финала – Пушкăртстан Республикин тĕрлĕ кĕтесĕсенчи 10 пике.

«Республика Мисĕ-2024» конкурс титулне 22 çулхи студент çĕнсе илнĕ
«Республика Мисĕ-2024» конкурс титулне 22 çулхи студент çĕнсе илнĕ

Конкурс пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, Ĕпхÿ наукăпа технологисен университетĕнче вĕренекен 22 çулхи студент (вăл Гафури районĕнчен) çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Спонсорсем чиперккене 200 пин тенкĕ парса хавхалантарнă. «Тĕп хула Мисĕ» («Мисс столица») титула Ĕпхÿ хулинчи Алина Фархутдинова тивĕçнĕ.

Мероприяти йĕркелÿçисем пĕлтернĕ тăрăх, хĕрсем пĕр уйăх тăршшĕ  ятарласа йĕркеленĕ сцена ăсталăхĕпе, фото ÿкерессипе çыхăннă мастер-классене çÿренĕ. Фото тата видеосъемкăсем нумай пулнă. «Агидель» Пушкăртстан халăх промысли йывăçа сăрăпа илемлетме, «Бишбармак» студи апат-çимĕç пĕçерес ăсталăха вĕрентекен мастер-классем ирттернĕ. Конкурс участникĕсем «Вся Уфа» телеканалăн тÿрĕ эфирне тухнă.

Тĕп шоура участниксем хăйсемпе, «Агидель» Пушкăртстан халăх промыслин коллекцийĕпе паллаштарасси, хореографи турĕ, Ĕпхÿ хулин 450 çулхи юбилейне халалланă ăс-тăн тапхăрĕ, уяв кĕписемпе сцена çине тухасси конкурссенче ăмăртнă.

Кăçал «Республика мисĕ» конкурс «Мисс Россия» наци конкурсĕн регионти партнерĕ шутланать. Конкурс çĕнтерÿçисем хамăр республикăпа тĕнче шайĕнчи  (Китай, Кăнтăр Корея, Инди тата ытти çĕршывсенче) илемлĕх конкурсĕсенче паллаштарĕç.  

 

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: