Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
9 Апрелӗн , 12:26

Ырă алăпа хатĕрленĕ апат урлă тăван кил ăшшине туйĕç

Пелепей тăрăхне кĕрекен Ярмулай ялĕнчи вăтам шкулпа культура çурчĕн ĕçченĕсемпе вĕренекенсем, ял хастарĕсем «Ятарлă çар операцин салтакĕсем валли килте каснă салма» акцие хутшăннă.

Ырă алăпа хатĕрленĕ апат урлă тăван кил ăшшине туйĕç
Ырă алăпа хатĕрленĕ апат урлă тăван кил ăшшине туйĕç

Килти салмана салтаксене ырă сунса каснă. Ырă алăпа хатĕрленĕ апат урлă вĕсем çывăх çыннисен тата тăван кил ăшшине туйĕç, вăй-хал пуçтарĕç, киле ырă-сывă таврăнĕç.

Апат-çимĕçе контейнерсем çине хурса тухнă, часах малти ретри салтаксем патне ăсатĕç. Хăйсене юратни, килĕсенче кĕтни кашни çĕршыв хÿтĕлевçишĕнех питĕ пĕлтерĕшлĕ.  

    

Ырă алăпа хатĕрленĕ апат урлă тăван кил ăшшине туйĕç
Ырă алăпа хатĕрленĕ апат урлă тăван кил ăшшине туйĕç
Ырă алăпа хатĕрленĕ апат урлă тăван кил ăшшине туйĕç
Ырă алăпа хатĕрленĕ апат урлă тăван кил ăшшине туйĕç
Ырă алăпа хатĕрленĕ апат урлă тăван кил ăшшине туйĕç
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: