Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
10 Апрелӗн , 10:10

Хăтлă хуласем йышлăланнă

Республикăри управлени центрĕнче иртнĕ канашлу вăхăтĕнче ПР пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Ирина Голованова регионта меллĕ те хăтлă вырăнлă хуласем нумайланнине пĕлтернĕ.

Хăтлă хуласем йышлăланнă
Хăтлă хуласем йышлăланнă

Асăннă ведомство ертÿçи юлашки пилĕк çулта çак кăтарту 33 процентран 81% çити ÿснине çирĕплетнĕ.
– Паянхи кун 21 хуларан вун çиччĕшĕ çак списока лекеççĕ. Çав шутра – Туймазă, Октябрьски, Янаул, Çтерлĕ, Ĕпхÿ, Салават, Ишимбай, Пелепей, Дюртюли тата ыттисем. Учалă хули аталану енĕпе пысăк утăм тунă, 21 бала çĕкленме пултарнă. Çав вăхăтрах Агидель, Благовещенск, Белорецк тата Давлекан хăйсен кăтартăвĕсене чакарнă. Кумертаупа Межгорье хулисем пĕрер балл пухса çитереймен, – тенĕ И.Голованова.
Çавăн пекех министр паянхи кун тĕлне Пушкăртстан хула хутлăхĕн пахалăх индексацийĕпе Раççейри ытти субъектсем хушшинче 22-мĕш вырăн йышăннине палăртнă. Ĕпхÿ вара пысăк хуласем хушшинче 220 балл пухса çиччĕмĕш вырăна тухнă. Пурĕ 360 балл пухма май пулнă.
Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: