Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
11 Апрелӗн , 17:11

Чăваш чĕлхипе иртекен интернет-олимпиадăна йыхравлаççĕ

Ĕпхÿ ăслăлăх тата технологисен университетчĕн Çтерлĕ филиалĕн пушкăрт тата тĕрĕк филологийĕ факультечĕн тутар тата чăваш филологи кафедри 5-11 классенче вĕренекен шкул ачисене, ятарлă  вăтам тата аслă пĕлÿ паракан вĕрентÿ завденийĕсен студенчĕсене чăваш чĕлхипе иртекен интернет-олимпиадăна хутшăнма йыхравлать.

Чăваш чĕлхипе иртекен интернет-олимпиадăна йыхравлаççĕ
Чăваш чĕлхипе иртекен интернет-олимпиадăна йыхравлаççĕ

Ăслăлăх ăмăртăвне хутшăнма кăмăл тăвакансен  заявкăсене апрель уйăхĕн 12-24-мĕшĕсенче тăратмалла. Олимпиада апрель уйăхĕн 23-24-мĕшĕсенче иртет. Ăмăртăва пĕтĕмлетсе çĕнтерÿçĕсене чысласси апрель уйăхĕн 30-мĕшĕччен пырать.

Мероприятийĕн тĕп тĕллевĕ – тăван чĕлхене вĕренес енĕпе пултарулллă  ачасене тупса палăртасси тата вĕсене аталантарма майсем туса парасси. Çавăн пекех çитĕнекен ăрăва филологи дисциплинисене вĕренме хавхалантарасси тата тăван чĕлхепе культурăна хисеплеме вĕрентесси, чăваш чĕлхине вĕрентессипе çыхăннă класс тата шкул тулашĕнчи ĕçсене аталантарасси, вĕренекенсене ăмăртма майсем туса парасси.

Олимпиада дистанци мелĕпе иртет. Регистраци иртсе взнос укçи тÿленĕ ачасем олимпиада участникĕсем шутланаççĕ.  Регистраци иртнĕ хыççăн кашни вĕренекене логин тата пароль, укçа тÿлеме квитанци параççĕ. Ăмăртăва хутшăнас текенсен çак ссылка урлă: https://tchftest.struust.ru регистраци иртмелле. Олимпиада тест заданийĕсемпе иртет. Вĕсене ачасен ÿсĕмĕсене кура виçĕ тĕрлĕ категорие пайланă - 5-8 класс, 9-11 класс, ятарлă пĕлу паракан вĕренÿ заведенийĕсемпе аслă шкулсен студенчĕсем.

Олимпиада ĕçĕсене пурнăçлас тесен: https://tchftest.struust.ru ссылка урлă иртмелле те панă парольпе логина лартса хăвăра тĕрĕслемелле.  

Олимпиада çĕнтерÿçисене I, II, III степень дипломĕсемпе наградăлĕç. Участниксен заданисене ушкăнпа пурнăçлама, камăн та пулсан пулăшăвĕпе, кĕнекесемпе, интернетпа тата ытти технологи хатĕрĕпе усă курма  юрамасть.  

Ыйтса пĕлмелли телефонсем – 89872499197 (Лариса Валерьевна Коротаева), 89173877217 (Инна Михайловна Никитина).

Йĕркелÿçĕсем.

 

 

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: