Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
12 Апрелӗн , 14:15

Икĕ уйăх хушшинче 6,2 пин çĕнĕ хваттер хута янă

2024 çулхи январь-февраль уйăхĕсенче Пушкăртстанра 6 268 хваттер хута янă. Вĕсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 557,3 пин тăваткал метрпа танлашать.

Икĕ уйăх хушшинче 6,2 пин çĕнĕ хваттер хута янă
Икĕ уйăх хушшинче 6,2 пин çĕнĕ хваттер хута янă

2023 çулхи январь-февраль уйăхĕсенчи кăтартупа танлаштарсан, 20,6% ытларах. Унсăр пуçне çак вăхăтрах республикăра пурăнакансем 4 110 уйрăм çурт хăпартнă. Пурăнмалли çуртсен лаптăкĕ – 461,9 пин тăваткал метр. Иртнĕ çулхи çак тапхăрпа танлаштарсан, 32,4% нумайрах.

Пушкăртстан пурăнмалли çуртсене хута ярассипе Атăлçи федераллă округра 2-мĕш вырăн йышăнать, Раççейре – 11-мĕш.  

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: