Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
12 Апрелӗн , 14:10

Инженер хăйĕн чун киленĕвне юратнă ĕçе çавăрнă

Пишпÿлек тăрăхĕнче пурăнакан Илюза Калимуллина – дипломлă инженер. Шăпа пÿрнипе вăл туризм бизнесне лекнĕ. Виçĕ çул каялла, декрет отпускĕнче пулнă май, пирвайхи хут шыв тăрăх ярăннă, походсене кайнă. Майĕпен опытлă çул çÿревçе çаврăннă. Хĕрарăм декрет отпускĕнче тупăш тăвас майсене те шыранă.

Инженер хăйĕн чун киленĕвне юратнă ĕçе çавăрнă
Инженер хăйĕн чун киленĕвне юратнă ĕçе çавăрнă

Илюза Калимуллина район администрацине канаш ыйтма пынă, хăйĕн бизнес-проекчĕпе паллаштарнă. «Предприниматель сехетĕнче» унăн шухăшне ырласа йышăннă, укçа-тенкĕ пулăшăвĕ илме заявка пама сĕннĕ. Çапла майпа усламçă хăйĕн чун киленĕвне ĕçе çавăрнă. 2022 çулта усламçă «MANGO-тур» туризм агентстви уçнă.

Туризм агентстви хĕлле Санкт-Петербургпа Мускава тата Хусана, çулла Сочине, Дагестана кайма экскурси турĕсем сĕнет. Илюза Калимуллина района килекен туристсемпе те ĕçлет. 2023 çулхи август уйăхĕнче «Пишпÿлек районĕн 7 асамлă вырăнĕ» маршрута халăх юратни паллă пулнă. Пĕлтĕр асăннă маршрут тăрăх 650 ытла çын тур туяннă.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: