Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
16 Апрелӗн , 16:14

Пушкăртстан ертÿçи республикăри муниципалитетсене урамсем таса маршăн критикленĕ

ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров правительствăн васкавлă канашлăвĕнче республикăри муниципалитетсене урамсем таса маршăн сăмахланă.  - Кăçал çуркунне ир килчĕ. Ытти çулсенче эпир тирпей-илем кĕртес ĕçе каярах пуçлаканччĕ. Эпĕ хуласемпе районсен тасалăхĕпе кăмăллă мар. Пĕр хулапа района та мухтаймастăп. Тĕрĕслев управленийĕ пурне те васкавлăн пĕлтерсех тăрать. Тирпей-илем кĕртме пуçлăр. Ку эрнерен эпĕ районсем тăрăх çÿреме пуçлатăп. Никамшăн та кĕтменлĕх ан пултăр. Ку – сирĕн тĕп тĕллев, - тенĕ регион пуçлăхĕ кăмăлсăр пулса.

Пушкăртстан ертÿçи республикăри муниципалитетсене урамсем таса маршăн критикленĕ
Пушкăртстан ертÿçи республикăри муниципалитетсене урамсем таса маршăн критикленĕ

Çавăн пекех республика ертÿçи тăватă муниципалитет – Элшей, Зилаир, Краснокамск, Нуриман районĕсем -  унăн хушăвне, сапса çумалли машинăсем туянассине, пурнăçламаннине пĕлтернĕ. Çÿлерех асăннă районсенче сапса çумалли пĕр машина та çук.

 «Ман хушăва пурнăçламанни пирки пĕлтереççĕ. Тăватă районта çулсене сапса çумалли машинăсем çук. Намăс пулмалла. Енчен те сирĕн патра тап-таса пулнă пулсан эпĕ нимĕн те каламăттăм. Çитменнине 2022-2023 çç коммуналлă техника туянма кашни районах бюджетран укçа уйăрнăччĕ. Çакна пăхмасăрах сапса çумалли техника туянма килĕшÿ туман. Мĕншĕн тăватă районта çак техникăна туянманни пирки пĕлтерĕр. Ун пек техника паянхи саманапа пĕр тан утакан кашни çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕнче пулмалла», - панă хушу Радий Хабиров.

Çавăн пекех муниципалитетсем техникăна çурхи тата çуллахи вăхăта кирлĕ чухлĕ хатĕрлесе çитерменнипе те кăмăлсăр пулнă. Тĕрĕслев управленийĕн кăтартăвĕсем тăрăх, паянхи кун техникăна çурхи тата çуллахи  вăхăта 14 муниципалитетра - Ĕпхÿ хулин Ленин тата Октябрьский районĕсенче, Агидель, Баймак, Белорецк, Бирск, Дюртюли, Пелепей, Ишимбай, Мелеуз, Октябрьск, Салават, Çтерлĕ, Сибай, Учалă хулисенче - çÿллĕ шайра хатĕрлесе çитернĕ.  

Ĕпхÿ хулин Дема, Калинин, Киров, Октябрьски, Орджоникидзе районĕсем, Благовещенск, Давлеканово, Кумертау, Нефтекамск хулисем вăтам шайра хатĕрленсе çитнине кăтартнă.

 - Тепĕр хут мониторинг тунă хыççăн та Ĕпхÿ тата Туймазă хулисенче çÿп-çап пуçтаракан техникăна хатĕрлесси те, сезона хатĕрленесси те улшăнман, çав-çавах  начар шайра. Эсир унта кăштах хускалăр. Ку ыйтăва икĕ эрне каяллах çĕкленĕччĕ. Ку – шÿт мар. Ку сире тÿремĕн пырса тивекен тивĕç. Учалăсенчен тĕслĕх илĕр. Вĕсен кашни кĕçнерни кун санитари кунĕ иртет. Пирĕн хуласемпе район центрĕсем таса пулмалла, - асăрхаттарнă çу кунĕсене хатĕрленсе çитмен муниципалитетсене республика ертÿçи.    

 

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: