Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
24 Апрелӗн , 15:37

Хĕрарăма çĕçĕпе чикнĕ арçынна тытса чарнă

Апрель уйăхĕн 22-мĕшĕнче ирхине ирех Благовещенск хулинче Сосновая урамĕнчи пĕр çурт патĕнче 49 çулхи хĕрарăма арçын тапăннă. Инкек тÿснĕ  хĕрарăм халĕ больницăра выртать. Уголовлă шырав ĕçченĕсем палăртнă тăрăх, тапăнаканĕ 40 çулхи кÿршĕ арçынни пулнă.

Хĕрарăма çĕçĕпе чикнĕ арçынна тытса чарнă
Хĕрарăма çĕçĕпе чикнĕ арçынна тытса чарнă

Куракансем пĕлтернĕ тăрăх, арçын скамейка çинче туртса ларакан хĕрарăм çине сиксе ÿкнĕ те хырăмĕнчен çĕçĕпе чикнĕ. Тытса чарнă арçынна вырăнта пурăнакансем лайăх пĕлеççĕ. Вăл инкек тÿснĕ хĕрарăмпа пĕр подъездрах, анчах тĕрлĕ хутра, пурăнать. Çак çуртра пурăнакансем пĕлтернĕ тăрăх, арçыннăн медицина тĕлĕшĕнчен проблемăсем пулма пултараççĕ. Анчах кÿршисемшĕн вăл лăпкă çын пек туйăннă.

Мăшăрĕ пĕлтернĕ тăрăх, арçын хăйне çĕрле начар туйнă. Вăл чÿречерен япаласене кăлара-кăлара ывăтма, савăт-сапа çĕмĕрме пуçланă, ун хыççăн çĕçĕ илнĕ те хваттертен тухнă.  Арăмĕ ун хыççăнах подъезда чупса тухнă, анчах ĕлкĕреймен. Алăк умĕнчи сак çинче суранне аллисемпе тытнă хĕрарăма асăрханă. Аллă метрта сукмакпа унăн упăшки утнă. Айăплă çынна преступлени пулса иртнĕ вырăнтан инçетре те мар тытса чарнă. Вăл хăйне тивĕçсĕр тыткаланă, полицейскисене мĕн пулса иртни çинчен каласа парайман. Арçынна полици уйрăмне илсе çитернĕ. Унта вăл маларах та судпа айăпланни паллă пулнă.

Полици уйрăмĕн следователĕсем «Сывлăха йывăр сиен кÿнĕшĕн» статьяпа килĕшÿллĕн уголовлă ĕç пуçарнă. Арçынна ятарлă медицина учрежденине вырнаçтарнă. Сывлăхĕ кăшт лайăхлансан психологипе психиатри экспертизи ирттерĕç.  

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: