Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
24 Апрелӗн , 10:45

Çĕнтерÿ кунĕ «Вилĕмсĕр полк» акцисĕр иртĕ

2024 çулта «Вилĕмсĕр полк» акци онлайн-форматпа иртĕ. Çакăн пирки «Раççейĕн вилĕмсĕр полкĕ» Пĕтĕм Раççейри обществăлла гражданла-патриотла юхăмăн Тĕп штабĕн председателĕ Елена Цунаева пĕлтернĕ.

Çĕнтерÿ кунĕ «Вилĕмсĕр полк» акцисĕр иртĕ
Çĕнтерÿ кунĕ «Вилĕмсĕр полк» акцисĕр иртĕ

Раççейĕн хулисен тĕп урамĕсем тăрăх вăрçăра пулнă çывăх çыннисен сăн ÿкерчĕкĕсемпе утса тухас йăлана обществăра хăрушлăх сиксе тухас пысăк пулнăран ирттермессе йышăннă.

Справка

«Вилĕмсĕр полк» - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçĕсене хунисене хисепленине, киле сывă таврăннисене чысланине пĕлтерекен халăх акцийĕ. Ăна Раççейре тата чикĕ леш енчи хăш-пĕр çĕршывсенче йĕркелеççĕ. Пирвайхи хут вăл 2012 çулхи май уйăхĕн 9-мĕшĕнче Томск хулинче вырăнти журналистсен пуçарăвĕпе иртнĕ, 2013 çулта Пĕтĕм Раççейри акци пулса тăнă.   

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: