Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
25 Апрелӗн , 12:47

Кăмпа юратакан темиçе çын вăрманта çухалса кайнă

Ăшă кунсем çитсенех республикăра пурăнакансем вăрмансене талпăннă. Пушкăртстан Республикин Инкеклĕ лару-тăру патшалăх комитечĕн пресс-службин кăтартăвĕсем тăрăх, çухалса каякансене пула хăтаруçăсен ĕçĕсем тата та нумайланнă. Апрелĕн 24-мĕшĕнче тăванĕсем хăйсен çывăх çыннисене çухатнă темиçе тĕслĕх пулса иртнĕ.

Кăмпа юратакан темиçе çын вăрманта çухалса кайнă
Кăмпа юратакан темиçе çын вăрманта çухалса кайнă

Сăмахран, пĕр арçын Краснокамск районĕнчи Пысăк Амзя ялĕ патĕнче вăрмана кăмпа татма кайнă та çухалнă. Кăшт вăхăтран вăл хăй тĕллĕнех киле каймалли çула шыраса тупнă.

Виçĕ çын Ĕпхÿ районĕнчи Дмитриевка ялĕ тĕлĕнчи вăрмана кăмпа  пуçтарма кайнă. Каялла иккĕшĕ çеç таврăнннă. Аташса кайнă хĕрарăм вăрмантан  хăй тĕллĕн тухма пултарнă.

Авăркас тăрăхĕнчи Çемен ялĕ çывăхĕнчи вăрмана кăмпа татма каякансем çемйипех çухалнă. Каçалапа вĕсем хăйсемех килне таврăнса çитнĕ.

Янаул районĕнчи Байсарово çывăхĕнчи вăрмана кăмпа татма кайнă арçынна  вара ПР Инкеклĕ лару-тăру патшалăх комитечĕн хăтаруçисем иккĕмĕш кун шыраççĕ.

Кăмпа юратакан темиçе çын вăрманта çухалса кайнă
Кăмпа юратакан темиçе çын вăрманта çухалса кайнă
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: