Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
25 Апрелӗн , 11:21

Пушкăртстанра çурхи ака ĕçĕсем пыраççĕ

Республикăра тĕрлĕ  климат зонинче вырнаçнă 37 районти хуçалăхсенче çурхи культурăсене акас ĕç пырать. ПР Ял хуçалăх министерстви  палăртнă тăрăх, ку – сайра тĕл пулакан пулăм.

Пушкăртстанра  çурхи ака ĕçĕсем пыраççĕ
Пушкăртстанра çурхи ака ĕçĕсем пыраççĕ

Хуçалăхсем тулă, урпа, сĕлĕ, пăрçа, вика, хĕвел çаврăнăш, çу тумалли йĕтĕн, рапс, сахăр кăшманĕ  акаççĕ.

Çураки ĕçĕсене пĕтĕмĕшле  46 пин гектар çинче пурнăçланă. Уйрăмах Чишма (4,5 пин гектар), Кармаскалă (4,1 пин гектар), Илиш (3,7 пин гектар) районĕсенчи хуçалăхсем малта пыраççĕ.

Кăçал çурхи уй-хир ĕçĕсем питĕ ир – апрель уйăхĕн 12-мĕшĕнче -  пуçланнă. Пĕлтĕр кĕркуннех çурхи тырă,  пăрçа  йышши тата кĕрпе культурисен 80%  хатĕрленĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: