Урал сасси
+29 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Новости
27 Июнӗн , 17:08

«Ашшĕ-амăш мухтавĕ» медалĕн хуçисем паллă

Пушкăртстан Республикин Пуçлăхĕ Радий Хабиров регионти икĕ çемьене «Ашшĕ-амăш мухтавĕ» медальпе наградăласси çинчен калакан указа алă пуснă.

«Ашшĕ-амăш мухтавĕ» медалĕн хуçисем паллă
«Ашшĕ-амăш мухтавĕ» медалĕн хуçисем паллă

2024 çулхи июль уйăхĕн 26-мĕшĕнчи указĕпе килĕшÿллĕн асăннă наградăпа ачисене тивĕçлĕ воспитани парас, çемье йăли-йĕркисемпе хаклăхĕсене сыхласа  хăварас тата çирĕплетес ĕçе тÿпе хывнăшăн Архангельск районĕнчи Райсапа Булат Янышевсене тата Благовещенск хулинчи Ольгăпа Анатолий Фатеевсене чысланă. «Ашшĕ-амăш мухтавĕ» медаль çумне 100 пин тенкĕлĕх преми параççĕ.

«Ашшĕ-амăш мухтавĕ» медале 2014 çулхи ноябрь уйăхĕн 21-мĕшĕнче Пушкăртстан Республикин Президенчĕ çемьесене тата  Пушкăртстан Республикине мухтав тата чыс кÿнĕ, çын пурнăçне çăлас тесе паттăрлăх кăтартнă, наука, пултарулăх, спорт енĕпе ятарлă çитĕнÿсем тунă ачасен ашшĕ-амăшĕсене, тăлăх, сусăр ачасене усрава тата опекăна илнĕ çемьесене параççĕ.   

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: