+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Планпа палăртнă тăрăх, юсав ĕçне Пелепей районĕнчи автоçул пуçламăшĕнче (2-9 çухрăм) пурнăçлĕç.
Хальхи вăхăтра çул-йĕр службисем кивĕ асфальта хырса тасатаççĕ. Ĕçе III кварталта вĕçлеме палăртнă. Патшалăх туянăвĕсен докуменчĕсем тăрăх, патшалăх контракчĕн хакĕ 202,7 млн тенкĕпе танлашнă.
Унсăр пуçне çак çул çинчех тата темиçе лаптăка юсама – Пелепей районĕнче 3 çухрăм тăршшĕ, Туймазă районĕнче 4 тата 1,6 çухрăм тăршшĕ лаптăксене тата 71 çухрăмри кĕпере - килĕшÿ тунă.