Республика нумай çул хушшинче пуçласа авалхи ыйтусене татса парать: турист инфраструктурине йĕркелет, гостиницăсем хăпартать. «Торотау» геопарк директорĕ Артур Идельбаев каласа панă тăрăх, республика шалти туризма аталантарассипе çанă тавăрса ĕçлет, федераллă хыснаран нумай укçа-тенке тивĕçме пултарнă.
– Заявка панă регионсем пурте укçа-тенке тивĕçнĕ. Анчах та модульлĕ пурăнмалли вырăнсем тума Пушкăртстан çеç миллиард тенкĕ илме пултарнă, – мăнаçланать вăл. – 350 миллион грантсемшĕн, 270 миллион Ĕпхÿ хулин турист кодне тума тивĕçнĕ. Пĕтĕмпе пысăк хисеп пухăннă. Укçа-тенке ахаль памаççĕ, нухратăн çур пайне хăйĕн кĕсйинчен кăларакан организацисене çеç уйăраççĕ. Глемпингсене хальхи техника ыйтăвĕсене тивĕçтерсе тăваççĕ: икĕ çын вырнаçмалла, туалет, душ пÿлĕмĕсемпе, кондиционерпа, wi-fi çыхăнупа.
Астутарасшăн, Пушкăртстанра 2023-2024 çулсенче турист инфраструктурине аталантарма 3,9 миллиард тенкĕ уйăрнă. Вĕсенчен 1,6 миллиарчĕ патшалăх пулăшăвĕ, 2,3 миллиард тенки инвесторсен укçи-тенки.
Пурĕ Пушкăртстан Республикинчи турист номерĕн фондне тума 32 хулапа районти 78 инвестици проектне ырланă. Вĕсенче хăнасене вырнаçтармалли 750 вырăн тăвĕç. Ытларах пайĕ Абзелил, Белорецк тата Караидель районĕсене килет.
Инга АЛЕКСЕЕВА.