Урал сасси
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
17 Июлӗн , 10:19

Взятка пама тăнăшăн айăпланă

Белорецкри район хушшинчи суд  вырăнта пурăнакан арçын тĕлĕшĕпе «взятка пама хăтланнăшăн» статьяпа килĕшÿллĕн пуçарнă уголовлă ĕçе пурнăçа кĕртнĕ. ПР прокуратурин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, суд приставĕсен службин территори уйрăмĕн производствинче арçынран пилĕк миллион ытла  тенкĕ парăм шыраса илесси пирки материалсем выртаççĕ.

Взятка пама тăнăшăн айăпланă
Взятка пама тăнăшăн айăпланă

Пристав хваттерне, çуртне, çĕр лаптăкне, виçĕ автомобильне суд урлă шыраса илсе упăшкипе арăмĕ хушшинче пайлас шутпа суда заявлени çырса панă.

Уголовлă ĕç фигуранчĕ хăйĕн пурлăхĕн пайне çухатасран хăранипе тата шырава пăрахăçлама  пулăшу ыйтас  шутпа  должноçри çынна 50 пин тенкĕ сĕннĕ. Çирĕплетнĕ йĕркепе килĕшÿллĕн суд приставĕ  çакăн пирки ертÿçĕсене васкавлăн пĕлтернĕ. Федерацин хăрушсăрлăх службин ĕçченĕсем взятка паракана преступлени тунă вырăнтах тытса чарнă.

Судпа айăпланнă çын хăй айăпне йышăннă. Суд ăна 300 пин тенкĕлĕх штраф тÿлеттермелле тунă.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: