Урал сасси
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
19 Июлӗн , 16:51

Лагерь воспитанникĕсем вулавăшра хăнара

Июль уйăхĕн 18-мĕшĕнче Çтерлĕ районĕнчи Наумкинăри модельлĕ ял библиотекинче сывлăха çирĕплетекен «Колос» лагерьти «Агросменăра» канакан ачасем пулса кайнă.

Лагерь воспитанникĕсем вулавăшра хăнара
Лагерь воспитанникĕсем вулавăшра хăнара

Библиотека ĕçченĕсем вĕсем валли «Туслăх карти» квест евĕрлĕ кану программи хатĕрленĕ. Вăйă участникĕсем интереслĕ пĕлÿлĕх çул çÿревне кайнă. Унта вĕсене тĕрлĕ ĕçсем пурнăçламалли станцисем – «Туслăх укçаран хаклă» квиз, «Эмодзи (графика чĕлхи) тăрăх юрăсене пĕлесси», «Юмахсем тăрăх çул çÿреве каясси» викторина, «Манăн Тăван çĕршыв – Пушкăртстан»  вăйă, «Киноквиз-раrty», «Джаст данс» - кĕтнĕ.

Станцисенче ачасем тавçăрулăхпа пĕлĕвĕсене кăтартса туслăхпа çыхăннă ыйтусем çине хуравланă, юмахсем тăрăх çул çÿреве кайнă, интерактивлă хăйăр купи çинче юмахри сăнарсене тупнă, таврапĕлÿпе çыхăннă ĕçсен тупсăмĕсене, кинофильмсемпе сериалсен ячĕсене пĕлнĕ, каярах ташланă та.

Пур тапхăрсене те иртнĕ тата балсене шутланă хыççăн вăййа пĕтĕмлетнĕ, чи паттăр, хăйне евĕрлĕ, чи хастар командăсене тата çĕнтерÿçĕ командăна палăртнă.

 - Мероприяти хавхалануллă кăмăл-туйăмпа иртнĕ. Лагерь воспитанникĕсем хăйсен çĕршывĕпе тăван тавралăхĕ пирки тем те пĕлме май пуррине ăнланса илчĕç. Вăл кашни ачана пĕлу патне туртăнма май парĕ, -  хак панă мероприятие Эльвира Рауфовна Асаинова воспитатель.

 

Лагерь воспитанникĕсем вулавăшра хăнара
Лагерь воспитанникĕсем вулавăшра хăнара
Лагерь воспитанникĕсем вулавăшра хăнара
Лагерь воспитанникĕсем вулавăшра хăнара
Лагерь воспитанникĕсем вулавăшра хăнара
Лагерь воспитанникĕсем вулавăшра хăнара
Лагерь воспитанникĕсем вулавăшра хăнара
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: