Урал сасси
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
19 Июлӗн , 11:29

Патшалăх номерĕсене кăтарман автомобильсен водителĕсене çирĕпрех айăплĕç

Раççейре автомобиль номерĕсене кăтарманшăн водительсене çулталăка е 1,5 çуллăха машинăпа çÿреме ирĕк паракан документсăр хăварĕç. Асăннă саккун проектне Патшалăх Думин депутачĕсем пĕрремĕш вулавра йышăннă.

Патшалăх номерĕсене кăтарман автомобильсен водителĕсене çирĕпрех айăплĕç
Патшалăх номерĕсене кăтарман автомобильсен водителĕсене çирĕпрех айăплĕç

Саккун проекчĕ автомобилĕн номерне палăртма чăрмантаракан е пытаракан хатĕрсемпе усă куракансене пырса тивĕ. Ку тĕслĕхсене уйрăм палăртса çирĕпрех айăплĕç.  Хальхи вăхăтра саккуна çакăн  майлă пăсакансене 5000 тенкĕ штраф тÿлеттереççĕ тата виçĕ уйăха транспортпа çÿремелли  ирĕксĕр хăвараççĕ.

Патшалăх регистраци номерĕсемсĕр машинăсемпе çÿренĕшĕн иккĕмĕш хут та тытса чарсассăн айăплав тата та çирĕпрех пулĕ. Уншăн татах 1,5 çуллăха машинăпа çÿреме ирĕк паракан правасăр хăварĕç.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: