Урал сасси
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
19 Июлӗн , 11:31

Радий Хабиров Нефтекамск хулинчи пахчаçăсенчен хăяр тата çырла туяннă

ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров Нефтекамск хулинче ĕçлĕ çул çÿревре пулнă май вырăнти пасара çитсе курнă. Унта регион ертÿçи пахчаçăсемпе калаçнă, вĕсен çитĕнĕвĕсемпе интересленнĕ. Суту-илÿ речĕсенчен Радий Хабиров пушă алăпа кайман.

Радий Хабиров Нефтекамск хулинчи пахчаçăсенчен хăяр тата çырла туяннă
Радий Хабиров Нефтекамск хулинчи пахчаçăсенчен хăяр тата çырла туяннă

 - Нефтекамск хулинчен киле çырла тата хăяр илсе каятăп. Май пур чухне пахчаçăсем патне çитме, муниципалитетсенче суту-илÿ вырăнĕсем епле хатĕрленине пăхма тăрашатăп.

Нефтекамскра ĕçе çÿллĕ шайра йĕркеленĕ. Хула сăнĕ те пилĕк çул каяллахинчен чылай илемлĕрех. Ун чухне Нефтекамскра эпĕ пуçласа пулса курнăччĕ. Кунта пултаруллă та çирĕп команда ĕçлет. Паллах, проблемăсем те пур. Эпир вĕсене май пур таран татса пама тăрăшатпăр, - тенĕ Радий Хабиров хăйĕн телеграм каналĕнче.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: