Урал сасси
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
22 Июлӗн , 15:42

Нина Федорован çĕнĕ кĕнеки вулакансем патне çитнĕ

Пушкăртстанри «Шуратăл» литпĕрлешÿ пайташĕн Авăркас тăрăхĕнчи Толбазă ялĕнче пурăнакан Нина Федорован  савăнăçлă пулăм. Литература анинче тухăçлă ĕçлекен сăмах ăстин тăваттăмĕш кĕнеки кун çути курнă. Çĕнĕ кĕнекен ячĕ – «Саман çурт». Ăна Шупашкар хулинчи «Çĕнĕ вăхăт» типографинче пичетленĕ.

Нина Федорован çĕнĕ кĕнеки вулакансем патне çитнĕ
Нина Федорован çĕнĕ кĕнеки вулакансем патне çитнĕ

 - Манăн ĕмĕте пурнăçа кĕртме пулăшнăшăн издательствăна, çавăн пекех типографипе тата почтăпа çыхăну тытнă Алена хĕрĕме, кĕнекен хуплашки валли ÿкерчĕк хатĕрленĕ Зоя йăмăкăма ăшшăн тав тăватăп.

Сăн ÿкерчĕк çинче эпĕ тата Дана мăнукăм. Кăçалхи кĕркунне вăл виççĕмĕш класа вĕренме каять, - тет кĕнеке авторĕ.

«Саман çурт» кĕнекене Л. Рубальскаян, В. Акбашевăн, З. Сидорован (Сьюзи Лав), А. Кутлугузинан вырăсларан чăвашлана куçарнă сăввисем, В. Алексеевăн «Чуна çывăх ĕçпе пурăнмалла», авторăн ачалăхне аса илсе çырнă калавĕсем, тĕрлĕ темăпа çырнă сăввисем кĕнĕ.

Нина Федорован çĕнĕ кĕнеки вулакансем патне çитнĕ
Нина Федорован çĕнĕ кĕнеки вулакансем патне çитнĕ
Нина Федорован çĕнĕ кĕнеки вулакансем патне çитнĕ
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: