Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
23 Июлӗн , 09:58

«Шкула пуçтарăнма пулăш»

Июль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен Пушкăртстанра 14-мĕш хут «Шкула пуçтарăнма пулăш» акци çула тухнă. Унăн тĕп тĕллевĕ – укçа-тенкĕ енчен çителĕксĕр тата тулли мар çемьесене, инвалид ачасене çитĕнтерекен ашшĕ-амăшсене пулăшасси.

«Шкула пуçтарăнма пулăш»
«Шкула пуçтарăнма пулăш»

Çемьесене пулăшас ĕçе «Территория счастья» ыркăмăллăх фончĕ хастар хутшăнать. Республикăри Çемье, ĕç министерствине шкула каякансене  ыркăмăллăх пулăшăвĕ туса рюкзаксем, канцеляри таварĕсем  илсе килнĕ те ĕнтĕ. Апла пулсан  хуласемпе районсенчи «Çемье» центрĕсене çывăх вăхăтрах шкул хатĕрĕсем илсе килĕç.

Акцие уйрăм çынсем, организацисемпе муниципаллă органсем хутшăнма пултараççĕ. Канцеляри хатĕрĕсемпе пултарулăх ĕçĕсем валли çĕнĕ таварсем йышăнаççĕ. Портфельсем, шкул форми, учебниксем, илемлĕ литература çĕнĕ мар пулсан та таса та тирпейлĕ пулмалла.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: