Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
24 Июлӗн , 17:38

Пелепей хулинче ĕçлĕ çул çÿревре ПР предпринимательлĕх тата туризм министрĕ пулса кайнă

ПР предпринимательлĕх тата туризм министрĕ Зухра Гордиенко Пелепей район администрацийĕн пуçлăхĕпе Азат Сахабиевпа пĕрле хулари тирпей-илем кĕртнĕ обществăлла вырăнсенче пулса курнă.

Пелепей хулинче ĕçлĕ çул çÿревре ПР предпринимательлĕх тата туризм министрĕ пулса кайнă
Пелепей хулинче ĕçлĕ çул çÿревре ПР предпринимательлĕх тата туризм министрĕ пулса кайнă

 -  Зухра Маулитбаевнăпа «Старогородецкий центр» конкурс проектне пурнăçа кĕртни тата ăна малалла аталантарассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврăмăр. Паян кун Пелепей çĕрĕ вырăнта пурăнакансемпе унăн хăнисемшĕн чи юратнă вырăна çаврăнтăр тесе нумай ĕç тăватпăр, - пĕлтернĕ Азат Альвертович.

Пелепей районĕнче туризм инфраструктурине лайăх йĕркеленĕ.  Хулан хăтлă та лăпкă урамĕсем, палăксемпе музейсем, авалхи архитектура туристсене илĕртмесĕр пултараймаççĕ.

 - Пелепей районĕ туризма аталантармалли çул-йĕрсенчен пĕрне çаврăнасси пирки эпĕ пĕр хутчен çеç мар каланă. Пирĕн хамăр тăрăхри туризм вăй-хăватне май пур таран аталантармалла, - палăртнă район администрацийĕн пуçлăхĕ.

Зухра Гордиенко хулан обществăлла вырăнĕсене аталантармалли проектсене ырланă, Пелепей  туристсемшĕн чи илĕртÿллĕ вырăнсенчен пĕри пулнине палăртнă.

Радий Хабиров республикăра регион ертÿçи пулса ĕçлеме тытăнсассăнах муниципалитетсене аталантармалли программăна пурнăçа кĕртнĕ чух чи малтан ял-хула сăн-сăпатне тимлĕх уйăрмаллине, хăтлă хула хутлăхне йĕркелени тĕп тĕллевсенчен пĕри пулнине палăртнă. Хăтлă хула хутлăхĕ çынсен пурнăçĕн пахалăхне ÿстерме пулăшать. Хăтлă хула хутлăхĕ вăл  -  тирпей-илем кĕртнĕ парксем, скверсем, канмалли вырăнсем, лайăх аталаннă инфраструктура тата пур халăх валли йĕркеленĕ культура мероприятийĕсем.

Пелепей хулинче ĕçлĕ çул çÿревре ПР предпринимательлĕх тата туризм министрĕ пулса кайнă
Пелепей хулинче ĕçлĕ çул çÿревре ПР предпринимательлĕх тата туризм министрĕ пулса кайнă
Пелепей хулинче ĕçлĕ çул çÿревре ПР предпринимательлĕх тата туризм министрĕ пулса кайнă
Пелепей хулинче ĕçлĕ çул çÿревре ПР предпринимательлĕх тата туризм министрĕ пулса кайнă
Пелепей хулинче ĕçлĕ çул çÿревре ПР предпринимательлĕх тата туризм министрĕ пулса кайнă
Пелепей хулинче ĕçлĕ çул çÿревре ПР предпринимательлĕх тата туризм министрĕ пулса кайнă
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: