Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
25 Июлӗн , 16:05

Физкультурниксен кунĕ тĕлне - фестиваль

Август уйăхĕн 8-мĕшĕнче «Уфа-Арена» спорт комплексĕнче Физкультурниксен кунне халалласа «Ачана спортпа туслаштар» фестиваль иртет. Уяв хăнисене спорт хусканăвĕсем, конкурссем, вылявсем кĕтеççĕ.

Физкультурниксен кунĕ тĕлне - фестиваль
Физкультурниксен кунĕ тĕлне - фестиваль

Арена умĕнчи площадкăра курăмлă шоу тата мастер-классем – мотоджимхана, БМХ, «Пурăн, юрат, ярăнтар!», роликсем çинче флорбол, волейбол, баскетбол, акробат  трюкĕсем – иртеççĕ.

Иккĕмĕш хутри фойере хăнасем хăйсене сабсоккер, дартс, мас-рестлинг, армреслинг, сĕтел çи теннис, тартыш йышши спорт тĕсĕсенче тĕрĕслесе пăхма, лазертаг вăййи выляма, СКАТТ биатлон тренажерĕсем çинче сывлăхĕсене çирĕплетме, шашка вăййи выляма вĕренме, спорт пултарулăхне тĕрĕслеме пултараççĕ.  

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: