Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
26 Июлӗн , 16:14

«Ачасен çырăвĕсемпе ÿкерчĕкĕсем хавхалантараççĕ»

Çапăçура хăрама вăхăт çук. Салтакăн яланах çар тивĕçĕсене пурнăçлама хатĕр пулмалла. Мораль тĕлĕшĕнчен те, вăй-халпа та. Çакăн пек шутлать «Садык» тесе чĕнекен ятарлă çар операцийĕн участникĕ. Вăл Кармаскалă районĕнчи Константиновка ялĕнчен.

«Ачасен çырăвĕсемпе ÿкерчĕкĕсем хавхалантараççĕ»
«Ачасен çырăвĕсемпе ÿкерчĕкĕсем хавхалантараççĕ»

Станислав Якутире «Газпромра» ĕçленĕ. Ĕç укçи пысăк пулнине пăхмасăр РФ Оборона министерствипе контракт алă пусма шутланă. 26 çулхи арçын оборона ведомствипе килĕшĕве кăçалхи апрель уйăхĕнче çирĕплетнĕ.

 - Çапăçура хăрама вăхăт çук. Мораль тĕлĕшĕнчен те, вăй-халпа та яланах çар тивĕçĕсене пурнăçлама хатĕр пулмалла. Хавшама  юрамасть, мĕншĕн тесен ку йывăр ĕç, - тет «Садык».

Ятарлă çар операцине хутшăнаканăн сăмахĕсем тăрăх, малти ретри салтаксене ачасен çырăвĕсемпе ÿкерчĕкĕсем хавхалантараççĕ. Вĕсем салтаксене ăшă туйăм тата лăпкăлăх парнелеççĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: