Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
26 Июлӗн , 16:16

Сĕт суса илессипе чи лайăх хуçалăхсене палăртнă

Республикăри Ял хуçалăх министерствинче регионти ял хуçалăх предприятийĕсем кăçалхи çур çул хушшинче мĕн чухлĕ сĕт суса илнине, ĕнесен тухăçлăхне пĕтĕмлетнĕ. Унсăр пуçне чи лайăх кăтартусене тивĕçнĕ машинăпа ĕне сăвакан операторсен рейтингне хатĕрленĕ.

Сĕт суса илессипе чи лайăх хуçалăхсене палăртнă
Сĕт суса илессипе чи лайăх хуçалăхсене палăртнă

Кăçалхи ултă уйăх пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресченпе фермер хуçалăхĕсем 404,3 пин тонна таварлăх сĕт суса илнĕ. Çав шутран 77,7% ял хуçалăх предприятийĕсене (314,1 пин тонна сĕт, иртнĕ çулхипе танлаштарсан, 103,7%) пырса тивет.

 Суса илнĕ сĕтĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ тăрăх, чи пысăк кăтартусемпе Чекмагуш (43 пин тонна яхăн), Илиш (30,6 пин тонна), Авăркас (28 пин тонна ытла), Дюртюлĕ тата Çтерлĕ (иккĕшĕнче те 20-шер пин тонна ытла) районĕсенчи ял хуçалăх предприятийĕсем палăрнă.

2024 çулхи июль уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ĕнесен тухăçлăхĕн рейтингĕнче малти вырăна Чекмагуш районĕнчи «Герой» ял хуçалăх предприятийĕ, Çтерлĕ районĕнчи Калинин ячĕллĕ агропромышленность комплексĕ, Мелеуз районĕнчи «Ашкадарский» ял хуçалăх предприятийĕ, Ермеккей районĕнчи «Северная Нива Башкирия», Зианчура районĕнчи «А7 АгроРБ» ООО йышăннă. Асăннă хуçалăхсенче пĕр кун хушшинче пĕр ĕне пуçне 33 кг сĕт суса илнĕ.

Пĕтĕмĕшле сĕт суса илессипе чи вăйлă пилĕк хуçалăх шутне Авăркас районĕнчи «Урожай» ООО (22 пин тонна ытла), Ермеккей районĕнчи «Северная Нива» ООО тата Чекмагуш районĕнчи «Базы» ял хуçалăх предприятийĕсем (кашнинче 16 пин тонна ытла), Мелеуз районĕнчи «Ашкадарский»  тата Çтерлĕ районĕнчи Калинин ячĕллĕ хуçалăхсем (13 пин  тонна ытла) кĕреççĕ.

Машинăпа сĕт сăвакан операторсенчен чи лайăх кăтартусене çĕнсе илнисенчен Чекмагуш районĕнчи «Герой» колхозри Гузалия Абдуллинана (ĕне пуçне 8 622 кг) палăртмалла. Иккĕмĕш вырăна Мелеуз районĕнчи «Ашкадарский» ял хуçалăх предприятийĕн ĕçченĕ Синара Панина (ĕне пуçне 7500 кг)  тивĕçнĕ. Авăркас районĕнчи «Урожай» сĕт-çу ферминчи Ираида Васильева виççĕмĕш (6980 кг), Ермеккей районĕнчи «Северная Нива Башкирия» ОООри Людмила Кондратьева (6829 кг) тăваттăмĕш вырăнсене йышăннă. Чи лайăх кăтартусене çĕнсе илнĕ пилĕк оператор списокне Илиш районĕнчи «Урожай» хуçалăх ĕçченĕ Зиля Шакирьянова вĕçлет.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: