Урал сасси
-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
16 Сентябрӗн 2024, 14:15

Чăваш хĕрарăмĕ - А. Малахов патĕнче хăнара

Çирĕм çул хушши музыка учителĕ пулса ĕçлекен Наталья Кириллова Авăркас районĕнчи Таштамак ялĕнчен. Вăл район центрĕнче пурăнать, ача садĕнче ĕçлет, хĕр çитĕнтерет. Ентешĕсенчен нумайăшĕ ăна  туй, юбилей мероприятийĕсен пултаруллă ертÿçи пек пĕлеççĕ. Пултаруллă Авăркас хĕрарăмĕ пурнăçа, тăван тăрăха, Тăван çĕршыва мухтаса юрăсем çырать. Нумаях пулмасть Наталья Кириллована «Салям» пушкăрт телеканалĕнче те кăтартнă.

Чăваш хĕрарăмĕ - А. Малахов патĕнче хăнара
Чăваш хĕрарăмĕ - А. Малахов патĕнче хăнара

Натальăн «Çĕр çинче телейлĕ пурăнатăп!» («Счастливо живу на земле!») юррине  интернетра 300 пин  çын пăхнă. Ролике паллă передачăн редакторĕсем асăрханă та чăваш хĕрарăмне федераллă канала юрлама чĕннĕ. Хăйĕн композицине вăл Андрей Малаховăн «Песни от всей души!» передачинче (сентябрь уйăхĕн 15-мĕшĕнчи кăларăм) шăрантарнă. Залра пухăннисем чăтса ларайман  - пурте ташша янă.

 - Манăн юрă нихăçан та пуç усмалла марри, кашни кунпа савăнмалли пирки, - тет Наталья Кириллова.

      

Чăваш хĕрарăмĕ - А. Малахов патĕнче хăнара
Чăваш хĕрарăмĕ - А. Малахов патĕнче хăнара
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: