Патшалăх асăннă объектсене пулăшса республика бюджетĕнчен 600 млн тенкĕ уйăрса панă.
Ведомствăн кăтартăвĕсем тăрăх, геопарксен территорийĕсенче 40 ытла инфраструктура проекчĕ пурнăçа кĕрет, вĕсенчен 25-шĕ (пурĕ 520 млн тенкĕлĕх) - федераллă укçа-тенкĕ явăçтарнипе. Çав хисепрен 230 млн тенки – федераллă бюджетран, 290-шĕ – инвесторсен укçи-тенкипе.
«Хушма инвестицисене явăçтарас шутпа туризм инфраструктурине аталантармалли çĕр лаптăкĕсен реестрне хатĕрлерĕмĕр. Пĕрмаях çĕнĕ вырăнсем шыратпăр. Малтанхи шутлавсем тăрăх, пулăшу мерисене пурнăçа кĕртни 1 млрд тенкĕ уйрăм çынсен инвестицийĕсене явăçтарма май парĕ», - пĕлтернĕ Зухра Гордиенко.