Урал сасси
+11 °С
Облачно
Новости
26 Сентября 2024, 05:47

«Пурте пĕрле коррупцие хирĕç»

2024  çулта Раççей Федерацийĕн Тĕп прокуратури Пĕтĕм тĕнчери çамрăксен коррупцие хирĕç  кĕрешмелли социаллă рекламин «Пурте пĕрле коррупцие хирĕç» конкурсне йĕркеленĕ.

Добавить в предпочтительные источники Google
«Пурте пĕрле коррупцие хирĕ绫Пурте пĕрле коррупцие хирĕç»
«Пурте пĕрле коррупцие хирĕç»

Ăмăртăва хутшăнма 14-25 çулхи çамрăксене йыхравлаççĕ. Конкурса хутшăнакансене «Пурте пĕрле коррупцие хирĕç» темăпа конкурс ĕçсем хатĕрлеме сĕнеççĕ. Участниксем хăйсен коррупципе кĕрешмелли шухăшĕсене пĕлтермелле, çавăн пекех асăннă çул-йĕре пĕтĕм тĕнче хутшăннин пĕлтерĕшне палăртмалла. Конкурс виçĕ номинаципе – «Чи лайăх плакат», «Чи лайăх ÿкерчĕк», «Чи лайăх видеоролик» - виçĕ тĕрлĕ ÿсĕм ушкăнĕнче (10-15, 16-20, 21-25 çулхисем) иртет. Конкурс ĕçĕсене 2024 çулхи октябрь уйăхĕн 1-мĕшĕччен www.anticrruption.life конкурс сайтĕнче йышăнĕç. Конкурс ирттермелли, унта хутшăнмалли  йĕркесене те, ĕçсене хак памалли критерисене те www.anticrruption.life сайтра вырнаçтарнă.

Автор:Надежда Родионова