Новости
26 Сентября 2024, 04:49

Пушкăртстан аграрийĕсем кĕрхи ĕçсене вĕçлесе пыраççĕ

Регионта тыр-пул пухас ĕç малалла пырать. Уй-хирти ĕçсем пирки Пушкăртстан Республикин Пуçлăхĕ Радий Хабиров каласа панă.

Пушкăртстан аграрийĕсем кĕрхи ĕçсене вĕçлесе пыраççĕПушкăртстан аграрийĕсем кĕрхи ĕçсене вĕçлесе пыраççĕ
Пушкăртстан аграрийĕсем кĕрхи ĕçсене вĕçлесе пыраççĕ

«Пушкăртстанра тырă тата пăрçă йышши культурăсене 1 млн та 140 пин гектар çинчен пуçтарса илнĕ. Çакă акса ÿстернĕ тыр-пулăн 80% танлашать.  Хальхи вăхăт тĕлне аграрисем 2,5 млн тонна тыр-пул пухса илнĕ. Унăн вăтам тухăçĕ гектар пуçне 22 центнерпа танлашать. Давлекан, Гафури, Бакалă, Нуриман, Татăшлă, Ермеккей, Буздяк, Илиш районĕсенче кĕрхи ĕçсене вĕçлесе пыраççĕ. Чи нумай тыр-пула Çтерлĕ районĕнче, пурĕ 150 пин тонна, пуçтарса илнĕ. Илиш, Чекмагуш, Давлекан тата Мелеуз  районĕсенчи ял хуçалăх предприятийĕсем 100 пин ытла тонна вырса пуçтарнă. Çĕнĕ тухăç пÿлмесенче упранать», - çырнă Радий Хабиров хăйĕн социаллă сетĕнчи страницинче.

Çавăн пекех республика ертÿçи сахăр кăшманĕн рекордлă тухăçне кĕтнине пĕлтернĕ. Пылак тымар çимĕçе пур лаптăкăн (17 пин гектар) 30% çинчен кăларса илнĕ. Хальлĕхе 770 пин тонна кăшман кăларнă, вăтам тухăç - гектар пуçне 450 центнер.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас