Пур хыпар та
Новости
1 Октябрӗн , 11:35

Салтак аттине Раççейри 133 пин каччă тăхăнĕ

Раççей Президенчĕ Владимир Путин кĕрхи призыв çинчен калакан указа алă пуснă. Право информацийĕн официаллă порталĕнчи документпа килĕшÿллĕн çĕршыври 133 пин каччă салтак аттине тăхăнĕ.

Салтак аттине Раççейри 133 пин каччă тăхăнĕ
Салтак аттине Раççейри 133 пин каччă тăхăнĕ

«2024 çулхи октябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 31-мĕшĕччен запасра тăман тата çар тивĕçне пурнăçлама пултаракан18-30 çулчченхи Раççей Федерацийĕн гражданĕсене, 133 000 çынна, çара чĕнсе илмелле» – тенĕ документра.
Кăçал çулла республикăри çар комиссарĕ Михаил Блажевич полковник иртнĕ тата çитес призыв мероприятийĕсем ятарлă çар операцийĕпе нимĕнле те çыхăнса тăманнине палăртнă.
Ирида МАТНИЯЗОВА.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: