Çапла Элеватор тата Имай Насыров ячĕллĕ урамсенчи, Октябрь проспектĕнчи картишсене çĕнетнĕ. Çак кунсенче ĕç пахалăхне хула администрацийĕн представителĕсем хак панă.
Картишсем самаях улшăннă. Кунта çĕнĕ ача-пăча тата спорт лапамĕсем йĕркеленĕ, саксене çĕнетнĕ, тратуарсене асфальт сарнă, бордюрсене улăштарнă. Пурнăçланă ĕçсемпе çуртсенче пурăнакансем кăмăллă юлнă.
«Пушкăрт картишĕсем» программа республикăра ПР Пуçлăхĕн Радий Хабировăн пуçарăвĕпе пурнăçа кĕрет. Вăл 2019 çулта вăй илнĕ. Çак тапхăр хушшинче 2 153 нумай хваттерлĕ çурта пĕрлештерекен 1 326 картиш территорине тирпей-илем кÿнĕ, пĕтĕмĕшле 6,5 млрд тенкĕ тăкакланă.