+1 °С
Уҫҫӑнах
Республика правительстви проекта пурнăçа кĕртесси пирки килĕшĕве «Таврос» компанипе Санкт-Петербургри экономика форумĕнче алă пуснă. Унăн хакĕ 850 млн тенкĕпе танлашать. Унта федераллă, регион, вырăнти бюджет тата инвесторсен укçи-тенкисем кĕреççĕ.
ПР Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, малтанхи тапхăрта 72 тăваткал метрпа танлашакан 100 уйрăм çурт-йĕр хăпартма палăртаççĕ. Çавăн пекех газ пăрăхĕ, электричество çути, çул-йĕрпе тротуар хывĕç. Агроял проекта «Ял территорийĕсене пĕтĕмĕшле атлантарасси» патшалăх программин витĕмĕпе пурнăçа кĕртĕç.