Ял Канашĕн бюджетĕнче укçа-тенкĕ çуккипе икĕ çул хушши шкул хÿмисене çĕнетекен пулмарĕ. Клуб умне кăна йывăç карта тытса çавăрчĕç. Ялта пĕлÿ тата культура çурчĕсем ĕçлеменрен йĕри-тавра çум курăк ашкăра пуçларĕ.
2024 çулхи июнь уйăхĕнче ял çыннисем хăйсем пуçтарнă укçапа, 2023 çулта масар картине тытса çавăрма пухнă нухратран юлнипе, клубпа шкул умĕсене профнастилтан хÿме тытрĕç.
Çанталăкĕ халăха май пулчĕ - хĕвел çутатса ăшăтрĕ. Икĕ кун хушши ĕç вĕресе тăчĕ. Пĕтĕм ял халăхĕ (арçынни те, хĕрарăмĕ те) тăван кĕтесе хăтлăх кĕртес тесе тăрăшрĕ, пĕрин хыççăн тепри улшăнса пырса ĕçлерĕç. Ĕç ушкăнне вара ял старости Анатолий Акимов йĕркелесе ертсе пычĕ.
Юхăннă клуб çуртне сÿтекен пулманран унăн картишĕнче чылай çÿп-çап пухăннă. Ял халăхĕ ăна çитес çулта йĕркене кĕртме палăртрĕ. Çак ырă пуçару пурнăçа кĕрессе шанатăп.
Юлиан ЗАХАРОВ.
Чекмагуш районĕ, Тапканчă ялĕ.