Урал сасси
+1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Новости
16 Октябрӗн , 14:11

Метадон пакечĕ Ĕпхÿ хулине çитеймен

Транспорт полицийĕ Мускав-Орск поезд çинче наркотик илсе каякан  çынна тытса чарнă. 

Метадон пакечĕ Ĕпхÿ хулине çитеймен
Метадон пакечĕ Ĕпхÿ хулине çитеймен

34 çулхи Вăтам Ази çынни Ĕпхĕве çул тытнă, унăн сумкинче синтетика наркотикĕн тĕрки пулнă. Унта 1 грамм метадон выртнă. Çакă самаях пысăк виçе шутлантать. Пассажир сиенлĕ хутăша вăрттăн вырăнсене хурса Пушкăртстанăн тĕп хулинче сутасшăн пулнă. Сызрань полицейскийĕсем  ун тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Ют çĕршыв çыннине 20 çула ирĕксĕр хăварма пултараççĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: